Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ.
Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.
Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен.
Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн.
«Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ.
Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ.
Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе тӑрӑшакан кашни педагогпа ертӳҫе тав тунӑ. «Сире пула «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе ҫирӗппӗн калама пулать», – тенӗ вӑл.
Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» республикӑри фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Министр ҫав мероприятие хутшӑннӑ.
Фестивале ирттернӗ май 4 номинаципе конкурссем йӗркелеме палӑртнӑ: «Сӑмах илемӗ» (ку енӗпе хутшӑнакансен чӑваш халӑх юмахне е чӑваш илемлӗ литературинчи сыпӑка хитре вуласа кӑтартмалла), «Чӑваш вӑййи» (вӑйӑ сыпӑкне кӑтартмалла), «Янра, чӑваш юрри» (чӑвашла юрламалла) тата «Чӑваш ташши» (чӑваш ташшине ташшамалла).
Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман.
Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл.
Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнмалли темӑсем:
«Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле.
Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх «Атӑл.Тӑлмачпа» куллен вӑтамран 90 ҫын усӑ курать. Кашни кун 200 ытла пуплевӗш куҫараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра 8 пин ытла пуплевӗш куҫарнӑ, 200 ытла пуплевӗше хакланӑ, 37 куҫарӑва тӳрлетнӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрленӗ нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑпа уйрӑмах ҫӗнӗ ҫултанпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Кунне 200 пуплевӗшрен кая мар куҫараҫҫӗ, хӑш кун ку виҫе 800-тен те иртет. Тӗслӗхрен, ӗнер 300 яхӑн пуплевӗш куҫарнӑ, виҫӗмкунпа тӑватӑмкун вара — 400 ытла. Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче 700 ытла пуплевӗш куҫарнӑ. Куҫарусене тишкерсен — кӗскисене куҫаракансем те пур, статьясене куҫаракансем те. Сӑмахран, ку хыпара ҫырас умӗн куҫарнисене сӑнанӑ чухне пӗри (статистикӑра кам, вӑл ӑҫтан пулни тата ытти ҫавнашкал япала — ҫук) «Хыпар» хаҫатри чӑвашла статьяна куҫарни паллӑ. Словарь пек усӑ курни чылай тӗл пулать. Паян, сӑмахран, «сӗлӗх», «пӳре» вырӑсла мӗнле пулнине ыйтнӑ, «искатель» сӑмаха вырӑсларан чӑвашла мӗнле куҫармаллине те шыранӑ.
Аса илтеретпӗр, «Атӑл.Талмач» хальлӗхе бета-режимра ӗҫлет пулин те вӑл аванах куҫарать. Вырӑсларан чӑвашла та, чӑвашларан вырӑсла та.
«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнӑ. Ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.
Хӗрсем хамӑр тӑрӑхри ҫӗнӗ хыпарсене сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл е ку лару-тӑру пирки хӑйсен шухӑшне палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑпа Ксюша чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Чӑвашла пӗлменнисем валли видеона вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Тӑван чӗлхепе тата литературӑпа федераци шайӗнче олимпиада иртет. Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче одимпиадӑн инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Чӑваш чӗлхи тата литератури енӗпе Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Донецк Халӑх Республикинчи 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсенчен 172-шӗ иккӗмӗш тура лекнӗ.
Иккӗмӗш тапхӑр нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре Чӑваш патшалӑх университетӗнче куҫӑн мелпе иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.